Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эриванов Николай Лазаревич

Эриванов Николай Лазаревич — чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчекенӗ тата хатӗрлекенӗ. 1938 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

Николай Эриванов Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври Чӑваш халӑх хорӗн концертмейстерӗ-баянистӗнче, Комсомольскинчи ача-пӑча музыка шкулӗн директорӗнче, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче фольклор енӗпе методистра ӗҫленӗ.

1970 ҫултанпа вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксен Культура керменӗ ҫумӗнчи «Сӑрнай» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать.

Пултарулӑхӗ

1960 ҫултанпа вӑл 110 ытла юрӑ кӗвӗленӗ — вӗсенчен чылайӑшӗ «Юрламасӑр чун чӑтмасть», «Ҫӗмӗрт ҫеҫкере» юрӑсен пуххине кӗнӗ. 40 ытла юрӑ, хор, инструментпа каламалли хайлавсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ.

Уйрӑмах П. Эревет, В. Дмитриев, В. Токмаков, С. Ильин, В. Шемекеев сӑввисемпе кӗвӗленисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ: «Кӗреке юрри», «Улӑхри ир», «Хӗр тунсӑхӗ», «Чӑваш пики», «Каҫхи илем» тата ыттисем.

Николай Лазаревич пӑлнай, сӑрнай, шӑпӑр, тӑм шӑхличсене хӑй аллипе ӑсталанӑ.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Ильин С. Пӑла ҫинчи ҫӑлтӑрсем // Тӑван Атӑл. — 2000, 10№. — 55-57 с.
  • Мартьянов Н. Юбилее ял-йышпа паллӑ турӗ // Хыпар. — 2003, ҫурла, 27.
  • Фролова С. Ҫынни-пӗрре, ӑсталӑхӗ — вуннӑшӑн // Хыпар. — 2007, ака, 18.
  • Эриванов Н. Николай Эриванов : «Если так дальше пойдет, умрет чувашская музыка» (С. Матвеева ҫырса илнӗ) // Столица-Ч. — 2002, 15-21 мая (№ 20). — 4 с.
  • Эриванов Николай Лазаревич // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — 274 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-08-20 21:13:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9431 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем